Хĕрарăм шăпине суд уçăмлатĕ
Хĕрарăм шăпине суд уçăмлатĕ
Пĕлтĕр юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти 43-мĕш маршрут водительне мăйĕнчен пĕр хĕрарăм çĕçĕпе чикнĕ. Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕ çак уголовлă ĕçе Шупашкарти Ленин район судне ярса панă. Аса илтетеретпĕр, ку хивре лару-тăру юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче 7:30 минутра Шупашкарти Фучик урамĕнче сиксе тухнă. 43-мĕш маршрут автобусĕ кĕтмен çĕртен çул варринче васкавлă чарăнса ларнă. Руль умĕнче – Петр Николаев. Вăл çынсене кăларма пуçланă. Унпа инкек пулса иртни видеора курăнмасть, çапах та хĕрлĕ куртка тăхăннă хĕрарăм хăйне питĕ хăйнеевĕрлĕ тытни сисĕнет. Пĕрремĕш тухса каять – кăшт вăхăт иртсен каялла килет. Мĕн каласа пачĕ-ха пире ун чухне больницăра выртакан каччă? ПЕТР НИКОЛАЕВ: «Богданка остановкинче хĕрача мала ларчĕ. Эпĕ тапранса кайрăм. Хыçала сдача пама çаврăнтăм та вăл мана чикрĕ. Укол турĕ-и тетĕп? Машинăна чартăм та хĕрарăм тухса кайрĕ». Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Никандров инкеке лекнĕ каччăна пулăшнипе вăл сывă юлнă. Шалти ĕçсен министерстви паттăра чысланă. Çĕçĕпе чикнĕ хĕрарăма мĕн кĕтет-ха? Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн ĕçченĕсем 28 çулти ашкăнчăклă шухăшлă хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. ЕВГЕНИЯ КУЗНЕЦОВА: «Судпа психиатри тишкерĕвĕ вĕçленнĕ. Экспертиза, айăпланакан хĕрарăм психика тĕлĕшĕнчен хавшак тесе палăртнă. Вăл хăй мĕн тунине ăнланмасть, ытти çыншăн хăрушлăх кăларса тăратать. Ăна психиатри стационарĕнче вăйпа сиплемелле. Ятарлă тухтăрсен пулăшăвĕ кирлĕ». Шупашкарти Ленин район сучĕ 28 çулти хĕрарăм шăпине çитес вăхăтра татса парĕç