Чăваш наци тумĕ çинчен ӳкернĕ фильмшăн
Чăваш наци тумĕ çинчен ӳкернĕ фильмшăн
«Асам» кинофестиваль иртсе кайрĕ пулин те хăш-пĕр çĕнтерӳçĕсем ылтăн кӳлепене илсе ĕлкĕрейменччĕ-ха. Çак кунсенче «Святыни чувашского края: национальный костюм» кинофильм режиссерне Ольга Лаптевăна тата унта ӳкерĕннĕ Етĕрне районĕнчи «Пилеш» фольклор ансамбльне чысларĕç. Вĕсен ĕçĕ «Чи лайăх документлă фильм» номинацире çĕнтернĕ. Етĕрне районĕнчи «Пилеш» халăх фольклор ансамбль ушкăнĕн асамлă юррисем кинофестивале те, тавралăха та илем кĕртеççĕ. Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ онлайн форматпа кăçал 5-мĕш хут иртрĕ. Куракансем те, тӳресем те чи лайăх документлă фильмсен хушшинче Ольга Лаптевăн ĕçне палăртнă. Ку фильма кĕске вăхăтра хатĕрленĕ. Çапах та унта эпир ăна чунпа тума тăрăшрăмăр тет ăста режиссер. Етĕрне районĕнчи Чирĕккасси ялĕнчи культура çуртĕнче ӳкернĕ. Вăл чылай кинофестивальте çĕнтернĕ, гран-при илме те тивĕçнĕ. Чи лайăх режиссер ĕçĕ тесе нумаях пулмасть Алжирте иртнĕ пĕтĕм тĕнчери фестивальте палăртнă. Чаваш тумĕпе Итали, Франци кураканĕ те кĕçех паллашма пултарĕ. Регина Кубайкина, Олег Цыпленков