Хавхалантаракан укçа

12+
12+

2 просмотра

5 лет назад

ПожаловатьсяНарушение авторских прав

Хавхалантаракан укçа

12+
12+

2 просмотра

5 лет назад

ПожаловатьсяНарушение авторских прав
12+
12+

2 просмотра

5 лет назад

Çулсеренех пултаруллă яш-кĕрĕме Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ятарлă стипендипе хавхалантарть. Олег Николаевăн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн çак укçана кăçал та 1000 çамрăк илсе тăрĕ. Вĕренӳре, спортра, общество пурнăçĕнче хастарлăхпа, пултарулăхпа палăракан çамрăксем республика Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрĕç. Унăн йĕркине пĕлтĕртен çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Хавхалантаракан укçана иртнĕ çулсенче пĕрре тивĕçнĕ çамрăксем халĕ ăна тепĕр хутчен те илме пултараççĕ. Паллах, çитĕнĕвĕсем курăмлă пулсан. Хастаррисен йышĕнче пирĕн ĕçтеш, Чăваш Ен наци радиовĕн редакторĕ – Екатерина Ракчеева. Кăçал пике çак стипендине иккĕмĕш хут илме тивĕçрĕ. Катя хăйĕн кăларăмĕсенче ахаль çынсен пурнăçне сăнлать, вĕсем çинчен интереслĕ каласа пама тăрăшать. Тăрăшуллăскер Раççей культура министерстви йĕркеленĕ «Культура сăмахĕ» конкурсра та çĕнтерчĕ. ЕКАТЕРИНА РАКЧЕЕВА: «Журналист ĕçĕ вăл питĕ яваплă. Вăхăтра çынсем патне информаци те илсе çитерес килет. Уйрăмах хăвăн ĕçе юрататăн пулсассăн чуна парса эсĕ пурнăçлатăн. Йывăр тесе те каламастăп, çăмăл тесе те каламастăп. Кирек мĕнле ĕçе те яваплăха туйса пурнăçламалла. Çавăнпа та, ман шутпа, вăл журналист ĕçĕ яваплă ĕçсенчен пĕри, ĕçлетпĕр, тăрăшатпăр. Хавхалантарса пыраççĕ, пĕрремĕш вăл – çемье, ачасем. Çавăн пекех ĕçтешсем те хавхалантараççĕ. Тĕрĕссипе, ку стипендине вĕсем каламан пулсан тăратма хăяймастăмччĕ пулĕ». Стипенди виçи кăçал 1830 тенкĕпе танлашать. Ăна çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен тӳлесе тăрĕç. Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕнче тăрăшакан çамрăксем республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче иртекен конкурс-ăмăртура та çĕнтерсе пĕлтерĕшлĕ проектсем шутласа кăлараççĕ. Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин

, чтобы оставлять комментарии