Çамрăксем чунпа пуян пулччăр
Çамрăксем чунпа пуян пулччăр
«Пушкин картти» пулăшнипе çамрăксем музейсемпе театрсен кулленхи хăнисем пулса тăчĕç. Шкул ачисем тĕп хулари паллă вырăнсемпе паллашса ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хальхинче Шупашкарти 5-мĕш гимнази вĕренекенĕсем чăваш патшалăх филармонинче пулса курчĕç.Чăваш патшалăх академи симфони капеллин концерчĕпе киленчĕç.